Муркашсем районӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне тишкернӗ. Социаллӑ проектсене ҫулталӑкӗпех пурнӑҫа кӗртнӗ. Ишӗлекен ҫуртра пурӑннӑ Мӑн Сӗнтӗрти 40 ҫемьене ҫӗнӗ хваттер уҫҫине тыттарни те ҫавӑнтах кӗрет. Килес ҫул тата 25 ҫемье ҫапла майпа ҫӗнӗ пӳрт ӗҫки ирттерӗ. Федерацин тӗллевлӗ программине кӗрсе ҫурт-йӗр ыйтӑвне лайӑхлатнӑ 30 ҫамрӑк ҫемьене те ӑмсанасси кӑна юлать.
Пӑшӑрхантараканни те пур-мӗн-ха Муркашра. Ял хуҫалӑх отрасльне илсен мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ чакса пыни шухӑшлаттарать. Ун пекки уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗсенче питех сисӗнет-мӗн. Хӑй вӑхӑтӗнче ячӗ янӑраса тӑнӑ, ҫӗрулми туса илессипе палӑрнӑ «Ударник» предприяти тӑрӑмӗ савӑнтармасть иккен. Вӑл халӗ панкрута тухасси патне ҫитнӗ. Вӑл хуҫалӑха укҫа хывакан пуян кирлӗ.
Туризма вара муркашсем ҫине тӑрсах аталантарасшӑн. «Престиж» тата «Волжский эсклюзив» комплекссем федераци программине лекнӗ. Малтан асӑннине тума, сӑмахран, ҫур миллиард тенкӗ ытла уйӑрмалла.

Ӗнер Муркаш районӗнчи 19 ҫамрӑк ҫемье хӑйӗн ҫурт-йӗр условине лайӑхлатнӑ. Социаллӑ тӳлеве тивӗҫнине ӗнентерекен хута вӗсене райадминистраци пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев тыттарнӑ. Асӑннӑ категорие кӗрекен ҫемьесенчен улттӑшӗ хӑйсен ҫурчӗ пирки ӗмӗтленет. Ыттисем те ӑҫта пурӑнмаллине палӑртнӑ. Пӗрисем Муркашра хваттер туянасшӑн, теприсем — Мӑн Сӗнтӗрте. Хуланалла куҫса каяс шухӑшлисем те пур иккен — вӗсем Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта хваттер илесшӗн.
Республикӑри евӗрех Муркашра та ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли ытти программа та вӑйра. Ялта пурӑнакан тата ӗҫлекенсене илсен, кӑҫал 10 ҫамрӑк специалистпа ялта ӗҫлесе пурӑнакан 7 ҫемье ҫурт-йӗр условине лайӑхлатнӑ. Тӑлӑх ачасенчен 15-шӗ кӑҫал хӑйсен ят кӗтеслӗ пулса тӑнӑ.
Пилӗк тата ытларах ача ҫуратакансене те патшалӑх пулӑшать. Муркаш районӗ ҫак тӗллевпе кӑҫал хыснаран 4,7 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ. «Кӗмӗле» Юнкӑ тата Хурнуй ял тӑрӑхӗсенчи нумай ачаллӑ ҫемьесене пӳрт туса пама янӑ.
Сӑнсем (12)

Китайри Гуйчжоу провинцийӗн юрӑпа ташӑ коллективӗ ыран Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте тӳлевсӗр концерт кӑтартӗҫ.
Гуйчжоу провинцийӗ нумай нациллӗ. Унта авалтанпах 18 халӑх ҫынни пурӑнать. Ҫавна май юрӑпа ташӑ коллективӗ унти халӑхсен: мао, тун, буи, и, гэлао тата ыттисен — йӑли-йӗркине кӑтартакан программӑсем йӗркелет.
Китайсен асӑннӑ коллективӗ 166 актертан тӑрать иккен. Вӗсенчен 23-шӗ пӗрремӗш (ҫапла-ҫапла) патшалӑх шайӗнче ӗҫлет-мӗн. 80-шӗ — иккӗмӗш патшалӑх шайӗнче. Ушкӑн 40 ытла ҫӗршывра пулса хӑйӗн пулатрулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ. Шупашкара вӑл Халӑх пултарулӑхӗн «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри фестивале килет. Ҫавна май ыран Мӑн Сӗнтӗрте концерт кӑтартать. Вӑл каҫхи ултӑ сехетре пуҫланать.
Ҫине-ҫинех… Мӗн пирки тетӗр-и? Каллех пушар пирки. Хальхинче пӑтӑрмах Етӗрне районӗнче пулнӑ.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 14.45 сехетре ҫӑлав службине пушар тухни пирки пӗлтернӗ. Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан 58 ҫулти ҫыннӑн вите-сарайӗ ҫунма тытӑннӑ.
Чи малтан вырӑнти пушар чаҫӗн ӗҫченӗсем тата хур курнӑ ҫыннӑн ентешӗсем ҫитнӗ. Вӗсем хыҫҫӑн — РФ ИӖМӗн пушарнӑйӗсем. Брандмейстерсем ҫулӑма тепӗр сехетрен сӳнтернӗ. Пушар сарай тӑррине тата ун ҫинчи утта тӗп тунӑ. Шел те, ҫухатусӑр пулман. Пушарта 12 сысна ҫунса кайнӑ.
Ҫулӑм мӗн сӑлтавпа тухнӑ-ха? Электрооборудование тӗрӗс мар тунӑран. Кабельсене йӗркене пӑхӑнмасӑр вырнаҫтарнӑ, лампӑсем ҫинче плафон пулман.
Чӑваш Енри ачасем Мари Эл республикинчи Чикмӗ хулинче регионсем хушшинче иртнӗ ҫамрӑк моряксен ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Унта вӗсен кимӗ ҫинче авӑсса ишессипе тупӑшнӑ. Конкурса хутшӑннӑ 13 ушкӑн хушшинче Шупашкар хулинчи тата Муркаш районӗнчи ачасем те пулнӑ.
Кӗҫӗн экипаж ӑмӑртӑвӗнче Шупашкар хулинчи Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов полковник ячӗллӗ кадет шкулӗнче вӗренекен ачасем пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Аслӑ ушкӑнра вара малти виҫӗ вырӑна та пирӗн каччӑсем ярса илме пултарнӑ. Пӗрремӗшне Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти вӑтам шкулта вӗренекенсем, иккӗмӗшне Муркашри вӑтам шкул ачисем, виҫҫӗмӗшне Шупашкарти ҫамрӑксен «Ҫамрӑк патриот» спортпа техника клубне ҫӳрекенсем йышӑннӑ.
Республикӑри чылай вулавӑшӗ евӗрех Муркаш районӗнчи ҫак учрежденисенчен хӑшӗ-пӗрисем те ҫынсене патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗ кӳме тытӑннӑ. Документсене вӗсем «пӗр чӳрече» меслетпе йышӑнаҫҫӗ. Ку пулӑшӑва ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчен районти тӑхӑр вулавӑш: Мӑн Сӗнтӗрти, Ильинкӑри, Катькасри, Кашмашри, Анаткассинчи, Чуманкассинчи, Шетмӗпуҫӗнчи, Юнкӑри тата Йӳҫкассинчи — кӳрет иккен. Вӗсенче муниципалитетсем кӳрекен 29 йышши пулӑшӑва илме пулать.
Унччен вара районти специалистсем — район администрацийӗн информаципе тивӗҫтерекен пайӗн пуҫлӑхӗ В. Лаврентьева, Муркаш районӗнчи нумай ӗҫ тӑвакан центр директорӗ Т. Королькова тата Муркаш районӗн тӗп вулавӑшӑн директорӗ И. Николаева культура учрежденийӗсем ҫӗнӗлле ӗҫлеме хатӗррине тӗрӗсленӗ. Вӗсем компьютерсемпе оргтехникӑн, ҫыхӑнӑвӑн тӑрӑмне хакланӑ, ӗҫре кирлӗ сӗнӳсемпе пулӑшнӑ.
Сӑнсем (12)
«Кун пек уява тахҫанах курман», — тенӗ-мӗн Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти уява пухӑннисем. Хальхи вӑхӑтра пур ҫӗрлӗн кӗрлекен ял кунӗ пуль тетӗр-и? Мар-ха. Вӑл тӑрӑхри халӑх валли утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вырӑнти райпо пысӑк уяв туса панӑ.
Мӑн Сӗнтӗрти потребитель обществин савӑнмалӑх-палӑртмалӑх сӑлтавӗ чӑннипех пулнӑ — вӑл 100 ҫулхи юбилейне палӑртнӑ. Вырӑнти райпон «ҫавра» дата ҫывхарнине вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем малтанах туйса тӑнӑ: иртнӗ уйӑх тӑршшӗпех райпо лавккисенче «Чи хастар туянакан» акци иртнӗ. Кам пин тенкӗрен ытлалӑх туянать, ҫавӑ лотерейӑна хутшӑнма тивӗҫет. Уявра вара чи хастар туянакансене парнесемпе чысланӑ. Николай Прохоров (уяв пирки хыпарлакан информацире вӑл ӑҫтан пулнине, шел те, каламан), сӑмахран, велосипедлӑ пулса тӑнӑ иккен. Ӑна кӑна чысламан-ха, ыттисене те парне лекнӗ. Кама — пӗчӗк хумлӑ кӑмака, кама — электричествӑпа ӗҫлекен чейник, кама — парне сертификачӗ. Парне списокӗнче ҫавӑн пекех — карас телефонӗ, телевизор, электровентилятор. Пурне те асӑнса пӗтереймӗн...
Уяв вара ирхи вунӑ сехетре мини-футболтан пуҫланнӑ.
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче информаципе культура центрӗ уҫнӑ. Унчченхилле каласан, ку вӑл клуб тенине пӗлтерет-ха. Анчах хальхи вӑхӑтра культура учрежденийӗсен пурлӑхпа техника бази унчченхинчен пачах ылмашса тӑнине шута илсен, ҫӗнӗрен уҫнӑ ҫав центр ахаль клуб кӑна та мар. Унта тӗрлӗ информаципе технологийӗпе усӑ кураҫҫӗ. Мӑн Сӗнтӗрте тем тӗрлӗ кружок ӗҫленипе пӗрлех ҫынсене патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне «пӗр чӳрече» меслетпе кӳрекен офис та вырнаҫнӑ, вулавӑш та...
Маларах вара мӑн сӗнтӗрсем арҫынсен мӑнастирӗ ҫумӗпе юнашар вырнаҫнӑ ҫуртра массӑллӑ тӗрлӗ мероприятие пухӑннӑ иккен. Чиркӳпе ҫуммӑн клуб пулни вырӑнлах мар тесе ҫав ҫурта мӑнастире пама йышӑннӑ. Республика хыснинчен 16 миллион тенкӗ ытла уйӑрнипе культура учрежденине хута яма май килнӗ.
Сӑнсем (47)
Муркаш районӗнчи ял хуҫалӑх предприятисенче сӗтпе тивӗҫтерекен ӗнесен шучӗ пӗтӗмпе 2 246 пуҫ. Кунне районта сӗт тупӑшӗ 29 625 кг ҫитет. Ку шут пӗлтерхи кӑтартусенчен 5 200 кг нумайрах.
Суворов ячӗллӗ, «Герой», Е. Андреев ячӗллӗ, АФ «Путь Ильича» хуҫалӑхӗсенче сӗт тупӑшӗ пӗр ӗнерен вӑтӑм кӑтартӑвӗ 15 кг ҫитет. Ҫав вӑхӑтрах «Передовик» и ФГУП хуҫалӑхсенче 10 кг сӗт ҫеҫ суса илеҫҫӗ. Сӗте туянас хакӗ паяхи куна ҫапларах: «Молочный завод «Моргаушский» ТМЯО— 1 литӑршӑн 13,5 тенкӗ, Муркаш райповӗ — 1 литӑршӑн 10,5 тенкӗ, Мӑн Сӗнтӗр райповӗ — 1 литӑршӑн 11 тенкӗ тӳлеҫҫӗ.
Паян 20 сехет те 20 минутра Москакасси (Муркаш районӗ) патӗнче М7 автоҫул урлӑ ҫуранҫӳрекенсем валли хывакан кӗпер йӑтӑнса аннӑ. Пӗр тиев машини сиенленнӗ. Ҫынсем аманман пулас — хальлӗхе кун пирки пӗлтермен.
Хальхи вӑхӑтра машинсем тавра ҫулпа Мӑн Сӗнтӗр урлӑ ҫаврӑнса каяҫҫӗ. Вырӑнта ИӖМ ӗҫченӗсем тӑрӑшаҫҫӗ, ҫулӑм тавраш тухасран ҫывӑхри пушар станцийӗнчен автоцистерна ҫитсе тӑнӑ.
Ҫуранҫынсене каҫма хатӗрленӗ кӗпере хайхи вӑхӑтра туса ҫитереймӗҫ ӗнтӗ — укҫи-тенки енчен те самай пысӑк тӑкак тӳсме тивӗ пулӗ-ха... Чӑваш Енри ҫул-йӗр ҫинче пӑтӑрмахсем темскер нумайланса кайрӗҫ... Инкек пӗччен килменни пирки калакан ваттисен сӑмахне аса илтерет...
